Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сӑвӑллӑ роман

Сӑвӑлла роман — поэзири калуллӑ жанр. Кунашкал хайлавра лирика тӳпи пысӑк, ҫавӑнпа вал лиро-эпикӑна, поэмӑна ҫывӑх. Сӑвӑлла романра автор сӑнарӗ хастар, тӗплӗрен вӑл хӑш-пӗр ӗҫ-хӗле геройсемпе тан хутшӑнать. Ҫапах та лирика техӗмӗ уншӑн пӗртте чакмасть. Ҫавна май вара тӗп сӑнарсен чун тӑрӑмӗ яр уҫҫӑн тухать, сюжет ҫаврӑмӑн-ҫаврӑмӑн пек, ярӑмлӑн хывӑнать. Ҫак ярӑмлӑх пурнӑҫа эпикӑллӑ сӑнарланипе ҫыхӑннӑ.
Чӑваш литературинчи паллӑ сӑвӑлла романсем — Я.Ухсайӑн «Ҫул», «Акӑш кӳл», «Ҫӗр», П.Хусанкайӑн «Аптраман тавраш», Ю.Айдашӑн «Атнер».


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-04-15 23:47:42 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3690 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем